Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ – Чăваш Республикин символĕсен кунĕ
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ Чăваш Республикин символĕсен кунĕпе палăрса тăрать. Паян, 2024-мĕш çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕнче 36 çул пĕр улшăнми тăрашакан чăваш чĕлхи учителĕ А.П. Игнатьева шкул ачисене Г.Н. Волков ячĕллĕ музей кĕтесĕнче «Чăваш Республикин символĕсем» ятпа уçăлнă куравпа паллаштарчĕ. «Кашни патшалăхăнах хăйĕн символĕсем пур. Вĕсен шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Çак символсем патшалах суверенитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ» – терĕ курава йĕркелесе ирттерекен Анисия Павловна.
02 мая 2024 года в школьном музее «Музейный уголок им. академика РАО Волкова Г.Н.» открылась тематическая выставка «Государственные символы Чувашской Республики», посвященная Дню государственных символов Чувашии и приуроченная 125-летию со дня рождения славного сына Чувашии, поэта с пламенным сердцем – Михаила Сеспеля (Ҫеҫпӗл Мишши). Здесь можно ознакомиться с творческой биографией создателей государственного гимна, нового герба и флага Чувашской Республики – Германа Степановича Лебедева, Ильи Семеновича Тукташа и Элли Михайловича Юрьева.
Компонент комментариев CComment